уроженцы Батыревского района
Яковлев (Велвокай) Василий Егорович
(03.05.1915-??01.2017)


Яковлев (Велвокай) Василий Егорович: фото

Яковлев (Велвокай) Василий Егорович (03.05.1915-??01.2017).

Педагог, "Халӑха вӗрентес ӗҫ отличнӗкӗ" (1954), чӑваш писателӗ, чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн членӗ (1993), Эмина ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (1994), А. Ф. Талвира ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (1995), "Нарваш Шӑхаль ялӗн хисеплӗ ҫынни" (2000), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан.

1915 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

1934 - 1937 ҫулсенче Патӑрьелӗнчи педучилищӗрен вӗренсе тухнӑ. 1938 - 1939 ҫулснче Патӑрьелӗнчи педучилищӗре рисованипе чистописани учителӗ пулса ӗҫленӗ.

1936 ҫулта "Комунар" хаҫатра малтанхи сӑввисем кун ҫути курнӑ. Писателӗн "Сӑввӑмпа савӑнтарӑп сана", "Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх", "Вутра ҫуралнӑ юрату" тата ытти кӗнекесем те пичетленсе тухнӑ. :

2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вильнӗ.