уроженцы Канашского района
Ефимов Георгий Андреевич
(09.07.1928-30.10.2005)


Ефимов Георгий Андреевич

Ефимов Георгий Андреевич (23.07.1928-30.10.2005)

Чӑваш халӑх поэчӗ (1996), Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1978), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1956), "Молодая гвардия" журналӑн, П. Хусанкай ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ.

1928 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑшра ҫуралнӑ.

Георгий Андреевич Ефимов Хуруйӗнчи тулли мар вӑтам тата Ӑвӑспӳрт Кипечри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ. 1944 ҫулта Чурачӑкри "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫат редакцийӗнче ответлӑ секретарьте ӗҫленӗ, ҫав ҫулах К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи студие вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе тухсан Йӗпреҫри колхоз театрӗн артисчӗ пулнӑ. 1948-1953 ҫулсенче Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ. Кайран Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта, Чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвӗнче, "Ялав" журналӑн тӗп редакторӗнче, "Коммунизм ялавӗ" (халӗ "Хыпар") хаҫатра пай пуҫӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче редакцисен заведующийӗнче, унтан каллех "Ялав", "Тӑван Атӑл" журналсен редакцийӗсенче вӑй хунӑ.

Георгий Ефимовӑн малтанхи сӑввисем 1946 ҫулта "Ялав" журналта пичетленнӗ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: "Ӑшӑ кӑмӑл" (1953), "Лирика" (1957), "Унӑн ҫулӗ" (1958), "Ҫӑка пыл шӑрши сарсан" (1972), "Кинемей кин пӑхма каять" (1976), "Кӑмӑл ытамӗ" (1978), "Асран кайми" (1988), "Астӑватӑн-и?" (1997), "Ӗмӗр иртет – кун юлать" (1999).

2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

В 2008 г. на доме 24 по проспекту Ленина г. Чебоксары открыта мемориальная доска (автор – член Союза чувашских художников С.А. Плешков). Его именем названа улица в г. Чебоксары.