уроженцы Вурнарского района
Матвеева (Антонова) Галина Алексеевна
(19.02.1957)


Матвеева (Антонова) Галина Алексеевна

Матвеева (Антонова) Галина Алексеевна (19.02.1957)

Журналист, СССР журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1983), Республикӑри журналистсен Ҫ. Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ (2007), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2012).

1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫамҫырми ялӗнче ҫуралнӑ.

Галина Алексеевна Матвеева (Антонова) вӑтам шкул хыҫҫӑн Урал университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. "Коммунизм ялавӗ" (халӗ "Хыпар"), "Хресчен сасси", "Советская Чувашия" хаҫатсенче ӗҫленӗ, 2007 ҫултанпа – Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ.

Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче сӑввисем "Пионер сасси" хаҫатра, каярахпа "Тӑван Атӑл", "Ялав", "Лик" журналсенче, "Коммунизм ялавӗ", "Хресчен сасси" хаҫатсенче, коллективла сборниксенче пичетленнӗ. Вӑл – "Хӑмӑркка" тата "Чӑваш" кӗнекесен авторӗ, тӗрлӗ ҫыравҫӑсен кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра Л. Кадкинӑн "Детство на гору спешит. Ҫунатлӑ ҫунашка" (икӗ чӗлхепе пичетленнӗ) сӑвӑсен пуххи, Д. Суслинӑн "Юрапи", "Димка ашшӗне шырать", "Хӑрушӑ вӑрттӑнлӑх", Ж. Яновскаян А.Н. Крылов академик ҫинчен ҫырнӑ "Карап ӑсти" кӗнекисем, ытти авторсен произведенийӗсем.

Галина Матвеева (Антонова) // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 557.