уроженцы города Чебоксары
Исаева Людмила Сергеевна
(19.10.1947)


Исаева Людмила Сергеевна

Исаева Людмила Сергеевна (19.10.1947)

Ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, вӗрентӳҫӗ, Чӑваш Республикин профессиллӗ писательсен пӗрлешӗвӗн членӗ (2002), Чӑваш Ен композиторӗсен ассоциацийӗн членӗ.

1947 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ҫуралнӑ.

Исаева Людмила Сергеевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика унивеситечӗн ют чӗлхесен факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Нумай ҫул хушши Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма салинчи вӑтам шкулта ачисене акӑлчан чӗлхи вӗрентнӗ, каярах Чулхула облаҫӗнчи Кулебяки хулинче тата Шупашкарти 9-мӗш номерлӗ ӗҫлекен ҫамрӑксен вӑтам шкулӗнче ӗҫленӗ. 1986-2011 ҫулсенче Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче класс тулашӗнчи ӗҫе йӗркелекенӗ, методист тата аслӑ категориллӗ педагог пулса ӗҫленӗ, акӑлчан чӗлхи вӗрентнӗ.

Людмила Исаева шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех сӑвӑ ҫырма тытӑнннӑ. Унӑн хайлавӗсем республикӑри тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ. Сӑввисене Ю. Мясников, В. Петров, В. Павлов, С. Сумбаев, Ю. Бечин композиторсем юрра хывнӑ.

Л. Исаева куҫару ӗҫӗнче те ӑнӑҫлӑн ӗҫлет. В. Тимаковӑн, Г. Ирхин, Н. Артьемьеван, П. Афанасьевӑн, М. Сунталӑн, Л. Саринен тата ытти чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вырӑсла куҫарнӑ.

Сӑвӑҫӑн "Крещение любви", "Мой край овражный", "Межсезонье", "Причастность", "Стремление к началу" тата ытти кӗнекисем вулакансем патне ҫитнӗ.

"Ӗҫ ветеранӗ" медале тивӗҫнӗ.