уроженцы Чебоксарского района
Пиктемир (Никитин) Николай Никитич
(03.12.1906-1943)


Пиктемир (Никитин) Николай Никитич: фото

Пиктемир (Никитин) Николай Никитич (21.11.1906-1943)

Поэт, куҫаруҫӑ, журналист, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1906 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче) хальхи Шупашкар районне кӗрекен Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Никитич Никитин (Пиктемир) Шупашкарти педагогика техникумӗнче вӗреннӗ, пуҫламӑш шкул учителӗнче, "Сунтал" журнал сотрудникӗнче ӗҫленӗ. 1934-1935 ҫулсенче ҫарта пулнӑ, хӑйӗн ирӗкӗпе Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине кайнӑ, взвод командирӗ пулнӑ. 1943 ҫулта сӑвӑҫ паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.

Вӑл 1920 ҫулсен вӗҫӗнче ҫырма пуҫӑннӑ, куҫару ӗҫӗнче те тухӑҫлӑ ӗҫленӗ: В. Гюго, А. Чехов, А. Куприн, М. Лермонтов, М. Шолохов тата ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене куҫарнӑ. 1931 ҫулта унӑн "Колхоз ачисем" ятлӑ сӑвӑ кӗнеки тухнӑ. Уйрӑм сӑввисем "Юлашки юн тумламӗччен..." (1980) сборникре пичетленнӗ.