уроженцы Ибресинского района
Теветкель (Петровский) Николай Александрович
(11.07.1937)


Теветкель Николай Александрович: фото

Петровский-Теветкел Николай Александрович (11.07.1937)

Поэт, прозаик, куҫаруҫӑ, драматург, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ (1997), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1976).

1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче суралнӑ.

Николай Теветкел (Николай Александрович Петровский) ялти шкулта, Сӗнтӗрвӑрринчи профессипе техника шкулӗнче, Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ. Мускавра А.М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗ ҫумӗнчи аслӑ курссене пӗтернӗ.

Поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, куҫаруҫӑ. 1976 ҫултанпа СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ. Иртнӗ ӗмӗрти 60-мӗш ҫулсенче ҫырма пуҫланӑ. Европа поэзийӗн классикӗсен – А. Рембо, В. Гюго, Р. Киплинг, А. Мицкевич тата ыттисен произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл У. Шекспирӑн пӗтӗм 154 сонетне чӑваш вулаканӗсем патне ҫитернӗ.

Николай Теветкел ҫирӗме яхӑн кӗнеке авторӗ. Унӑн сӑввисем Мускаври издательствӑсемпе журналсенче те кун ҫути курнӑ. Кунпа пӗрлех вӑл "Киремет" трагеди, "Хура сулӑ" роман авторӗ те. 1997 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ ят панӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Ҫамрӑклӑх сӑввисем" (1964), "Ҫын чӗртнӗ ҫутӑсем" (1966), "Шурӑ ката" (1974), "Хура сулӑ" (1978), "Сывлӑмпи" (1982), "Асамлӑ хӗл" (1983), "Хӗвел кӗлти" (1987) т. ыт. те.