уроженцы Красноармейского района
Андреев Филипп Андреевич
(01.09.1919-05.10.2014)


Андреев Филипп Андреевич: фото

Андреев Филипп Андреевич (01.09.1919-05.10.2014)

Чӑваш ҫыравҫи, Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн членӗ (1994)

1919 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Красноармейски районе кӗрекен Кӗрекаҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Филипп Андреевич Андреев Канашри педагогика техникумӗнчен, Канашри учительсем хатӗрлекен институтран, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Яппун вӑрҫине хутшӑннӑ. Пӗр хушӑ шкулта ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн ӑна парти ӗҫне куҫарнӑ, Шалти ӗҫсен министерствинче оперуполномоченный пулнӑ.

Сӑвӑсемсӗр пуҫне повеҫсемпе калавсем ҫырнӑ. Пӗрремӗш калавӗ "Сунтал" журналта 1938 ҫулта тухнӑ. Ял ҫыннисем тата паллӑ педагогсем ҫинчен нумай очерк пичетленӗ.

Ф. Андреев "Шкул сачӗ" (1963), "Чӗмпӗр ҫути" (1980), "Тухӑҫри тапӑ" (1982), "Атте килӗ" (1983), "Тухӑҫран хӑпарать шурӑмпуҫ" (2006) кӗнекесен авторӗ.

2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.

Филипп Андреев // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 203.