уроженцы Яльчикского района
Ефимов Дмитрий Ефимович
(23.09.1888-1919)


Из метрической книги // ГИА ЧР. Ф-557, оп.6, д.9, л. 186об-187, п. № 117

Ефимов Дмитрий Ефимович (23.09.1888 –1919).

Поэт-публицист, журналист.

1888 сулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Теччӗ уесӗнчи (халӗ Елчӗк районӗ) Тускел ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. .

Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Учитель ятне илсен Стерлитамак ҫывӑхӗнчи шкулта ӗҫленӗ. Д. Ефимов - Хусанта тухса тӑракан "Канаш" хаҫатӑн малтанхи яваплӑ редакторӗ, асӑннӑ хаҫатра вӑл 1918 ҫулта ҫур ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Ҫӗршыври чӑвашсем хушшинчи лару-тӑру ҫинчен тӗрлӗ темӑпа тӑтӑшах статьясем ҫырнӑ, вӗсен йышӗнче "Константин Иванов" асилӳ те пур (16 №). Унтан ӑна Хусан кӗпернинчи ҫутӗҫ пайӑнче ӗҫлеме уйӑрса лартнӑ. Д. Ефимов унта "Шурӑмпуҫ" журнала кӑларма тытӑнас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. "Ваҫик" поэмӑн авторӗ.

1919 ҫул вӗҫӗнче вилнӗ.