уроженцы Урмарского района
Чермаков Иван Григорьевич
(21.04.1955-25.11.1999)


Чермаков Иван Григорьевич (21.04.1955-25.11.1999).

Чӑваш писателӗ, сӑвӑҫ, литература тӗпчевҫи, журналист, тӑлмачӑ, Раҫҫей писателӗсен Союзӗн членӗ (1994), Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ.

1955 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

Шупашкарти 1--мӗш вӑтам шкулта, Саратоври 56-мӗш училищӗре, Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Нумай ҫул "Халӑх шкулӗ" журналта вӑй хунӑ.

Паллӑрах кӗнекесем: "Чи хакли", "Курӑнман суран", "Мӗншӗнкке".

Чернобыль аварине пӗтерме хутшӑннӑскер 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ.