уроженцы Батыревского района
Ковалюк (Антипова) Лидия Алексеевна
(04.10.1945)


Ковалюк Лидия Алексеевна: фото

Ковалюк (Антипова) Лидия Алексеевна (04.10.1945).

Журналист, писатель, Раҫҫей журналистсен Союзӗн членӗ (1983), Раҫҫей писательсен Союзӗн членӗ (2002).

1945 сулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти вӑтам шкул хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. ВЛКСМ Патӑрьел райкомӗнче шкул пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ, ҫичӗ ҫула яхӑн республикӑра шкулсенче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, хулари ҫамрӑксен общежитийӗнче воспитательте тӑрӑшнӑ. Нумай ҫул республикӑри Кӗнеке юратакансен обществине ертсе пынӑ.

"Ырӑ кун", "Тавах, ачам", "Ҫурхи вӑй", "Шурӑ акӑш", "Юрату ҫӑлкуҫӗ", "Саккӑрӑн - саккӑрла", "Пурнӑҫ тинӗсӗ", "Исканий не окончен шаг..." кӗнекесен авторӗ.