уроженцы Комсомольского района
Таллеров Лаврентий Васильевич
(27.01.1929-15.03.2013)


Таллеров Лаврентий Васильевич

Таллеров Лаврентий Васильевич (27.01.1929-15.03.2013)

Ҫыравҫӑ, проза ӑсти, публицист, Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1981), Чӑваш АССР халӑх писателӗ (1988), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1976), Ҫ. Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ (1974).

1929 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Лаврентий Васильевич Таллеров Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ, ӗҫленӗ хушӑрах вӗренсе Елабугӑри (Тутарстан) библиотека техникумне пӗтернӗ. Нумай ҫул хушши районти "Октябрь ялавӗ" хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1969 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Вунӑ ҫула яхӑн "Коммунизм ялавӗ" хаҫат редакцийӗн культура, литературӑпа искусство пайне ертсе пынӑ. Унтан "Тӑван Атӑл" журнал редакцине ӗҫлеме куҫнӑ, яваплӑ секретарь, тӗп редактор ҫумӗ пулнӑ, 1985-1989 ҫулсенче тӗп редакторта ӗҫленӗ.

Чӑваш литературине чи малтанах кӗске тӗрленчӗксемпе тата критика стайисемпе кӗнӗ. Пӗрремӗш калавӗ 1956 ҫулта "Капкӑн" журналта пичетленнӗ. Кайарах литературӑра унӑн повеҫӗсемпе романӗсем вырӑн тупнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: "Хурӑн шывӗ" (1975), "Култарам-ха арӑмран" (1977), "Юхать юхан шыв" (1978), "Сӑпка юрри" (1979), "Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать" (1983), "Хӗвел ҫаврӑнӑш – ылтӑн ҫӳҫ" (1986), "Эрхип мӑнукӗ Эрхип" (1992); вырӑсла – "Звезда путеводная" (1992). Юлашки ҫулсенче писатель "Йӗркеллӗ ҫын асапӗсем" тата "Шеремет" романсем ҫырнӑ.

Ҫыравҫӑ 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вилнӗ