уроженцы Батыревского района
Митта Василий Егорович
(05.03.1908-10.06.1957)


Митта Василий Eгорович: фото

Митта Ваҫлейӗ (05.03.1908-10.06.1957)

Поэт, куҫаруҫӑ, критик, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1934).

1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Митта Ваҫлейӗ (Митта Василий Егорович) ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ. Унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиора ӗҫленӗ. Вӗрентекен пулса ӗҫленӗ, радиокомитетра, кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ.

1937 ҫулта ӑна айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. 1955-1957 ҫулсенче литконсультант, "Тӑван Атӑл" альманахӑн яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ.

Литература хайлавӗсем 1924 ҫултан пуҫласа пичетленнӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин чӑваш сӑвви реформине малалла тӑснӑ. Хайлавӗсен тӗп теми – тӑван ҫӗр-шыв ҫӗнелни. 1930-мӗш ҫулсенчен пуҫласа хайлавӗсем публицистика енне туртӑнни, Маяковски витӗмне лекни палӑрать. 1950-мӗш ҫулсенчи сӑввисем философилле. "Тайӑр" поэмӑра Тайӑр Тиммкин кун-ҫулне, шӑпине ҫырса кӑтартнӑ. А. Пушкин, М. Горкий, С. Есенин, Л. Кассиль, Н. Островский, А. Кунанбаев, М. Джалиль ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем: "Кӑмӑл" (1932), "Такмаксем" (1934), "Кӑмӑлтан" (1956), "Кӑмӑлӑмпа шухӑшӑм" (1959).

Сӑвӑҫ 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӑй тӑван ялӗнче вилнӗ.