уроженцы Мариинско-Посадского района
Левтина Марье (Нестерова, Алевтина Никитична)
(22.08.1945)


Левтина Марье: фото

Левтина Марье (Нестерова Алевтина Никитична) (22.08.1945)

Ҫыравҫӑ, артист, педагог, Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ (2001), А. Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ (2005).

1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялӗнче ҫуралнӑ.

Алевтина Никитична Казанова-Нестерова (Левтина Марье) Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ ҫумӗнчи студире, Республикӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ. Чӑваш пукане театрӗнче, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ. Каярахпа Ҫӗпӗрте халӑх театрӗн режиссерӗ пулнӑ. 1985 ҫултан пуҫласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тӗп культура ҫурчӗн директорӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче ӗҫленӗ.

Левтина Марье – нумай пьесӑпа инсценировка тата пилӗк кӗнеке авторӗ. Вӗсен хушшинче: "Ҫӑлтӑрсен хушшинче", "Пулсаччӗ ӗмӗт ман…", "Вы напомнили весну…", "Хитре Марье" т.ыт.те.