уроженцы Урмарского района
Алендей (Алендеев) Василий Степанович
(16.10.1919-15.03.1989)


Алендей В. С.

Алендей (Алендеев) Василий Степанович (16.10.1919-15.03.1989).

Чӑваш писателӗ, прозаик, сӑвӑҫ, публицист, критик, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1953), Чӑваш АССРӗн халӑх писателӗ (1983), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

Хусан кӗпернинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кӗтеснер ялӗнче (халӗ Вӑрмар районӗ) 1919 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Алендей Василий Степанович хӑйсен ялӗнчи тулли мар шкулта, Мӑнҫырмари вӑтам шкулта вӗреннӗ. Вӑрмар районӗн "Хӗрлӗ Ялав" хаҫатӗнче ӗҫленӗ. 1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫиче Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, унта йывӑр аманса, киле инвалид пулса таврӑннӑ. В. Алендей Шупашкарти парти шкулӗнчен (1944-1945) вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Вӑрмарти ФЗО шкулӗнче директор заместителӗ, районти "Хӗрлӗ ялав" хаҫачӗн редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Горькири (Чулхула) парти шкулӗнчен (1949-1951) вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствин, "Тӑван Атӑл" альманахӑн редакторӗ (1951-1961) пулнӑ.

В. Алендей поэзире те, прозӑра та ӗҫленӗ. Унӑн малтанхи сӑввисем республикӑри хаҫат-журналсенче 1947 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Вӑл прозӑра та, поэзире те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Вырӑс писателӗсен кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ, писательсен пултаруллӑхне тишкерсе критикӑлла хӑйлавсемпе публицистикӑлла ҫивӗч статьясем ҫырнӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекесем: "Пирӗн кил", "Пограничниксем", Ушкӑн-ушкӑн пӗлӗт иртеть, "Вӗлле хурчӗ - ылтӑн хурт", "Юратрӑм эп, хирсем сире", "Курӑксене тайса ҫил вӗрет", "Хӗрлӗ кӗпе", "Сар ҫӳҫеллӗ сарӑ тутӑр"; вырӑсла - "Цивиль-река", "Красивая ты, рябина", "Ветер клонит травы" тата ыттите. Вӑрҫӑ паттӑрӗсем ҫинчен хӗрӗх ытла калав, пилӗк повесть, "Салтак ҫулӗ", "Юрату" поэмӑсемпе теҫетке сӑвӑ ҫырнӑ.

В. Алендея Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ орденӗсемпе, "Халӑхсен туслӑхӗ" орденӗпе чысланӑ.

Писатель 1989 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вилнӗ.