уроженцы Батыревского района
Степанов Владимир Васильевич
(08.02.1962)


Степанов Владимир Васильевич: фото

Степанов Владимир Васильевич (08.02.1962)

Журналист, писатель, Раҫҫей журналистсен Союзӗн членӗ (2009), чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2002), В. Митта премийӗн лауреачӗ (2000)

1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти сакӑр класлӑ, Турханти вӑтам шкулсенченчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ (1983-1988), Ҫӗрпӳри "Октябрь ҫулӗ" хаҫатра, каярахпа "Халӑх шкулӗ", "Лик Чувашии" журналсенче ӗҫленӗ.

Литература ӗҫне студент ҫулӗсенче явӑҫнӑ. Фантастика тата фантези жанрӗсене кӑмӑллать. "Хыпар" издательство ҫурчӗн "Самант" журналӑн редакторӗнче ӗҫлеть.

Паллӑрах хайлавсем: "Эфемероптера каҫӗ", "Тенкри хӗҫӗ". Ачасем валли ҫырнӑ хайлавсенчен "Пурӑшкасси джентельменӗсем" ярӑма палӑртмалла. Ҫак ярӑмри "Эксклюзивлӑ сӑвӑм" калав 7-мӗш классен килти вулав кӗнекине те кӗнӗ. "Тӗлӗнмелле чӗрчунсем" кӗнеке – "Кӗҫӗн Тӑван Ҫӗршыв-2020" конкурс финалисчӗ.