уроженцы Аликовского района
Александров Архип Терентьевич
(1921-1985)


Александров Архип Терентьевич: фото

Александров Архип Терентьевич (1921-1985).

Чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан.

1921 ҫулта Етӗрне уесӗнчи (халӗ Элӗк районӗ) Торӑпкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Тавӑтри тулли мар вӑтам шкулта, Ҫӗрпӳри фельдшер училищинче вӗреннӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑрнарти район пульницинче, Ҫӗмӗрле районӗн хаҫачӗнче, Чӑваш радиокомитечӗнче ӗҫленӗ.

Кӗнеке авторӗ:" Пӗчӗк партизан ","Вӑрманти ачасем ", "Пирӗн лагерь, "Эпӗ каллех пионер", "МТС директорӗ", "Баланс тухрӗ". Унӑн «Ывӑл» драмине Чӑваш академи драма театрӗнче лартнӑ.

1985 ҫулта вилнӗ.