уроженцы Батыревского района
Андреев Арсентий Кузьмич
(07.11.1937-19.07.1968)


Андреев Арсентий Кузьмич: фото

Андреев Арсентий Кузьмич (07.11.1937-19.07.1968)

Чӑваш поэчӗ

1937 ҫулхи чук уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Тӑрмӑш ялӗнче колхозник кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Арсентий Кузьмич Андреев 1955 ҫулта Турханти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Канашри механизаторсен шкулӗнче вӗреннӗ. 1956-1959 ҫулсенче Казахстанри Кокчетав облаҫӗнче трактористра ӗҫленӗ. 1959 ҫулта Шупашкарти ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗнӗ. Агроном дипломне илнӗ хыҫҫӑн Сахалина тухса кайнӑ.

Поэт сӑвӑсемсӗр пуҫне поэмӑсем тата "Атӑл каччи-хӗрӗсем" пьеса ҫырнӑ. Вӑл кӗске сӑвӑ-миниатюра ҫырма ӑста пулнӑ. Унӑн икӗ кӗнеке тухнӑ: "Тӗлпулу" (1967), "Сахалинӑм, манӑн Сахалинӑм" (1980).

Ҫыравҫӑ 1968 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Сахалин утравӗ ҫинче вилнӗ.

Арсентий Андреев // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 394.