уроженцы Батыревского района
Игнатьев Василий Герасимович
(02.09.1934-26.10.2014)


Игнатьев Василий Герасимович: фото

Игнатьев Василий Герасимович (02.09.1934-26.10.2014)

Писатель, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1967), Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1991), В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ.

1934 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче ҫуралнӑ.

Василий Герасимович Игнатьев Аслӑ Арапуҫӗнчи вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1956 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1956-1958 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче пулнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче, "Ялав" журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ. Пӗр хушӑ профессионал ҫыравҫӑ пулма та тӳр килнӗ. 1978-1984 ҫулсенче "Тӑван Атӑл" журналӑн проза пайӗн редакторӗ, ун хыҫҫӑн икӗ ҫул хушши Чӑваш Писателӗсен пӗрлешӗвӗн правлени председателӗн ҫумӗ пулнӑ. 1986-1997 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче тӗп редакторта вӑй хунӑ.

Пичетленсе тухнӑ пӗрремӗш хайлавӗ – "Пӗчӗк акӑшсен ташши" (1957) калав вулакансене те, литература критикӗсене те калаҫтарнӑ. Унтанпа ҫыравҫӑ калавсемпе повеҫсен 15 кӗнекине пичетлесе кӑларнӑ. А. Савельевпа пӗрле чикӗ хуралҫисем ҫинчен "Кӑвак хуппи уҫӑлсан" (1987) ятлӑ пысак роман ҫырнӑ. Л. Толстой, М. Горький, И. Франко тата ытти ҫыравҫӑсен кӗнекисене чӑвашла куҫарса пичетленӗ. Хӑйӗн уйрӑм произведенийӗсем те чылай халӑх чӗлхипе тухнӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Пӗчӗк акӑшсен ташши" (1957), "Шӑпчӑк катинче" (1959), "Маттур иккен ман аппа" (1966), "Кӑнтӑр ҫеҫпӗлӗ" (1977), "Иккӗмӗш тӗлпулу" (1970), "Каҫхи сасӑсем" (1983), "Сарри юратӑвӗ" (1994).

Ҫыравҫӑ 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.