уроженцы Комсомольского района
Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич
(10.01.1925-01.01.2005)


Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич

Ытарай (Васильев) Николай Васильевич (10.01.1925-01.01.2005).

Ача-пӑча ҫыравҫи, фольклорист, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ (1991).

1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Васильевич Ытарай Хусанти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Комсомольскинчи райсобесра, Ҫӗнӗ Кипеҫри ача ҫуртӗнче, Хусанти радио заводӗнче, автотранспорт предприятийӗнче ӗҫленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи Наукӑпа тӗпчев институчӗн тулашри наука ӗҫченӗ пулса (1961-1980) тӗрлӗ облаҫсене Тата Совет Союзӗн чӑваш фольклорне пухма тӗрлӗ облаҫсене тухса ҫӳренӗ. Вӗсене халӑхпа чӑваш пословицисен, поговоркӑсемпе юрӑсен темиҫе томне пухнӑ. Н. В. Варварай пухнӑ фольклор материалӗсем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн наука архивӗнче упранаҫҫӗ

Николай Ыдарай хӑйӗн пӗрремӗш произведенине 1941 ҫулта ҫырнӑ – "Ҫӑмламас упа" («Мохнатый медведь») "Сунтал" журналӑн тӑваттӑмӗш номерӗнче пичетленсе тухнӑ, ҫавӑн пекех унӑн малтанхи произведенийӗсене "Ленин ялавӗ" (г. Казань) хаҫатра пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑнтанпа тӑтӑшах "Капкӑн", "Ялав", "Тӑван Атӑл" журналсенче, "Хусан", "Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем", "Ҫӗнӗ кӗнеке" сборниксенче пичетленнӗ. Республикӑри "Литературӑллӑ Чӑваш Ен" 1993 ҫулталӑкри чи вулакан кӗнеке конкурс ҫӗнтерӳҫи - "Савӑк вӑхӑт" (Беззаботные годы). Ыдарай ытларах ачасем валли ҫырнӑ. "Чӗрӗлӗх" (1981), "Айпике" (1987), "Сӑпка юррисем" (1989), "Азбука – ӑс пуххи" (1997), "Савӑк вӑхӑт" (1993), "Алфавит – ӑсӑма вит" (1998), "Ырӑ тӗрленчӗк – ылтӑн тӗпренчӗк" (2007) т. ыт. кӗнекесен авторӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 15-мӗш ҫуртӑн стени ҫине Николай Ыдарая хисеплесе мемориаллӑ хӑма ҫакнӑ.

Ҫыравҫӑ 2005 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ.