уроженцы Канашского района
Терентьев Николай Терентьевич
(17.04.1925-11.04.2014)


Терентьев Николай Терентьевич: фото

Терентьев Николай Терентьевич (17.04.1925-11.04.2014).

Ҫыравҫӑ, драматург, тӑлмачӑ. СССР Писательсен союзӗн членӗ (1958), Чӑваш АССР искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1968), РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1976), Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1980), К. В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1970), К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1971).

1925 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кошноруй ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти пуҫламӑш шкултан, Чурачӑкри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1947 ҫулта Мускаври А. В. Луначарский ячӗллӗ театр институтутӗнчи Чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1947-1951 ҫулсенче Н. Терентьев - Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ, 1953-1958 ҫулсенче ҫавӑнтах - литература пайӗн пуҫлӑхӗ. 1951-1953 ҫулсенче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, кайран ҫавӑнтах аспирантурӑра, 1968 ҫулта СССР Писательсен союзӗ ҫумӗнчи Литературӑн аслӑ курсӗнче вӗреннӗ.

Н. Терентьевич пурӗ 50 ытла пьесӑпа сценарий ҫырнӑ. Вӗсене чылайӑшне вырӑсла, пушкӑртла, украинла, эстонла, черкесла, мӑкшӑлла тата ытти чӗлхесене куҫарнӑ. Вӗсенчен паллӑрахисем: «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» тата ыттисем. Вӑл ҫырнӑ пьесӑсене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул облаҫӗсенчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрисене Мускаври МХАТ-ра та кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине вара ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ.

Драматург 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗ.