уроженцы Мариинско-Посадского района
Федоров (Хведер Мигали) Михаил Федорович
(29.11.1848-04.05.1904)


Федоров Михаил Федорович: фото

Федоров (Хведер Мигали) Михаил Федорович (29.11.1848-04.05.1904).

Поэт, фольклорист, педагог.

1848 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Шупашкар уесӗнчи (халӗ Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрет) Хурапхара ҫуралнӑ.

1864-1869 ҫулсенче Самарти учительсем хатӗрлекен семинарире вӗреннӗ. Унтан пӗр хушӑ хӑй пӗлӳ пухнӑ шкултах, Шӗнерпуҫӗнче, учительте ӗҫленӗ. 1879 ҫулта вӑл Хусанта учительсем хатӗрлекен семинари ҫумӗнче икӗ тата виҫӗ класлӑ хула училищисем хатӗрлекен курсра вӗреннӗ, хула училищин учителӗ ятнке илме экзаменсем панӑ. унтан Шупашкарти виҫӗ сыпӑклӑ училищӗре ӗҫленӗ. Кунтах ӑна уесри училищӗсен совечӗн членне те суйланӑ. 1891 ҫулта ӑна Царевококшайск (Хальхи Йошкар-Ола) хулине икӗ сыпӑклӑт шкул пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме янӑ. Кунта та вӑл хӑй пултаруллӑ педагог пулнине кӑтартса панӑ. Учительсене нумай пулӑшнӑ, ачасене тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ.

Ҫырас ӗҫе М. Федоров чи малтан прозӑллӑ произведенисенчен тытӑннӑ. 1876 ҫулта вӑл "Авалхи ҫынсем", "Улӑп тӑпри", "Хурапха", "Тулпай юмҫӑ", "Чиртен сыватни" ятлӑ очерк майлӑ кӗске произведенисем, 1879 ҫулта "Арҫури" поэма ҫырнӑ. 1908 ҫулта И. Я. Яковлев тӑрӑшнипе Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ кӑларнӑ "Чӑваш халапӗсемпе юмахӗсем" кӗнекере "Арҫури" поэма кун ҫути курнӑ.

1904 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вилнӗ.