уроженцы Канашского района
Садур (Никоноров) Станислав Николаевич
(05.11.1959)


Садур С. Н.

Сатур (Никоноров) Станислав Николаевич (05.11.1959)

Ҫӑвӑҫ, драматург, Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (2003), Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (2002)

1959 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ушанарта ҫуралнӑ.

Станислав Николаевич Никоноров Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш профессипе техника училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ стройкӑра плотник-монтажник пулса ӗҫленӗ, ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ. Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Ҫартан таврӑнсан Ҫӗнӗ Шупашкарти 4-мӗш стройтрестӑн ятарлӑ капӑрлату управленийӗнче тӑватӑ ҫул комсомол организацийӗн ӗҫне ирӗклӗ майпа туса пынӑ, кайран ҫавӑнтах партбюро секретарӗнче ӗҫленӗ. 1986 ҫулта комсомолӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хула комитетне ӗҫе илеҫҫӗ, 1990 ҫулта КПСС хула комитечӗн членне суйлаҫҫӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах вӑл хӑйӗн пӗлӗвне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмӗнче куҫӑмсӑр майпа ӳстернӗ. 2014 ҫултанпа Мускавра М.В.Фрунзе ячӗллӗ ҫар академийӗнче пушар хуралӗнче ӗҫлет.

1987 ҫултанпа унӑн сӑввисем, рецензийӗсемпе статйисем республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналта тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ. 1993 ҫулта "Чӗре хӗлӗхӗсем", 1997 ҫулта "Кӑмӑл тӗкӗрӗ", каярах "Сӑмах", "Сӑмах майӑн" Юхӑмра", "Эпӗ" виҫе", "Чӗнӳллӗ ҫул" сӑвӑ кӗнекисем тухаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне С. Сатур сӑввисем "Шурӑмпуҫ ҫути", "Юратнӑ кӗнеке", "Радуга над городом", "Мужской разговор", "Атӑлпа тинӗс хушшинче", "Скандинави – Атӑлҫи" коллективлӑ сборниксенче кун ҫути курнӑ. Поэт сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем чылай юрӑ хывнӑ.

Награжден медалями: "За трудовую доблесть", "100 лет Рабоче-Крестьянской Красной Армии и Рабоче-Крестьянского Красного Флота".