уроженцы Яльчикского района
Кели (Кузнецов) Григорий Иванович
(01.01.1901-23.01.1931)


Кели Григорий Иванович: фото

Кузнецов (Кели) Григорий Иванович (01.01.1901-23.01.1931)

Писатель, литература критикӗ.

1900 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе 1901 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче) хальхи Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Тӗмер ялӗнче учитель кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Григорий Иванович Кузнецов (Кели) ялти шкулта вӗреннӗ, 1918 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Хапӑсри икӗ сыпӑклӑ шкула ҫӳренӗ, Етӗрне районӗнчи Чурашри учительсем хатӗрлекен семинарире вӗреннӗ. 1919 ҫулта комсомола кӗнӗ, шкулти комсомол ячейкин секретарӗ, каярахпа вулӑсри комсомол ячейкин яваплӑ секретарӗ пулнӑ.

1920 ҫулта Кели хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫapa кайнӑ, унта виҫӗ ҫул хушши пулнӑ, Татчекан Хусанти комендатури уйрӑмӗнче, каярахпа Шупашкарта обчекара ӗҫленӗ, унтан Патӑрьел уесӗн милици уйрӑмне куҫнӑ, пӗр вӑхӑт уесри ҫутӗҫ пайӗнче ӗҫленӗ.

1924 ҫулта Кели Шупашкарти чӑваш рабфакӗнче вӗреннӗ, "Кузница кадров" тата "Шӑнкӑрав" ятлӑ хаҫатсем кӑларма хутшӑннӑ. 1926 ҫулта вӑл Ленинградри университета кайса кӗнӗ. 1931 ҫул пуҫламашӗнче Кели тӑван ялне таврӑннӑ, темиҫе эрне вырӑнпа выртнӑ хыҫҫӑн кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр вилнӗ.