уроженцы Ибресинского района
Эльгер Семен Васильевич
(01.05.1894-06.09.1966)


Эльгер Семен Васильевич: фото

Эльгер Семен Васильевич (01.05.1894-06.09.1966).

Писатель, поэт, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1934), Чӑваш АССР халӑх поэчӗ (1940), пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пулнӑ.

Семен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакассинче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, Хусанти аслӑ шкулсене кӗме хатӗрлекен курсра вӗреннӗ (1918), хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш шкулта ӗҫленӗ (1920-1922), 1922-1935 ҫулсенче "Канаш", "Пирӗн ял", хаҫатсен тата " "Сунтал" журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакцийӗн аслӑ редакторӗ пулнӑ.

Хӑйӗн пирвайхи произведенийӗсене С. Элкер 1917 ҫулта ҫырнӑ, малтанхи "Ҫамрӑк хурӑн" сӑвви 1921 ҫулта "Канаш" хаҫатра пичетленнӗ. Унӑн пултаруллӑхӗ нумай енлӗ. Вӑл сӑвӑсемпе поэмӑсем те, калавсемпе повесть-романсем те, статьясемпе очерксем те сахал мар ҫырнӑ. Паллӑрах кӗнекесем: "Самана", "Юмахсем", "Хӗн-хур айӑнче", "Шурӑмпуҫ килсен", "Ҫутӑ кунсем", "Вун саккӑрмӗш ҫул", "Вутлӑ ҫулӑм витӗр", пилӗк томлӑ "Ҫырнисен пуххи", "Шӗнкӗл кайӑк", "Хурапа шурӑ" тата ыттисем те. "Шурӑмпуҫ килсен" (роман, 1958), "Улӑпсем" (сӑвӑлла юмах, 1959), "Хӗн-хур айӗнче" (поэма, 1960) кӗнекесене вырӑсла куҫарса пичетленӗ.

С. Элкере Чӑваш АССР халӑх поэчӗ ятне панӑ (1940), Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Ленин орденӗсемпе наградӑланӑ. Унӑн ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ (1964). Шупашкарти пӗр урам ун ячӗпе хисепленсе тӑрать. 1974 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин журналистсен союзӗн правленийӗ кашни ҫул памалли преми йӗркелеме йышӑннӑ. Паллӑ писатель-публицист чӑваш пичетне, журналистикӑна аталантарас тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене шута илсе премине Семен Элкер ятне пама йышӑннӑ.

1966 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.