уроженцы города Чебоксары
Хузангай Атнер Петрович
(08.10.1948)


Хузангай Атнер Петрович

Хузангай Атнер Петрович (1948-

Профессор, чӗлхеҫӗ, литература тишкерӳҫи, публицист, пӗрлӗх ӗҫченӗ, ЧНК пӗрремӗш президенчӗ, ЧНК хисеплӗ президенчӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1977).

1948 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ҫуралнӑ.

А. Хусанкай Шупашкарти 4-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1966 ҫулта вӑтам шкула кӗмӗл медальпе пӗтернӗ хыҫҫӑн А. А. Жданов ячӗллӗ Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвел тухӑҫ факультетне вӗренме кӗрет. 1970-1971 ҫулсенче Египетра стажировкӑра пулать, ҫар тӑлмачӗ пулса ӗҫлет. 1973-1976 ҫулсенче Мускавра, СССР Наукӑсен академийӗн Хӗвел тухӑҫ пӗлӗвен институтӗнче аспирантурӑра вӗренет. 1978-1990 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вай хурать: ассистент, аслӑ преподаватель, доцент, чӑваш чӗлхипе тюркологи кафедрин профессорӗ. 1990 -2011 ҫулсенче - Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлет.

А. Хусангай "Чӑваш кӗске энциклопедийӗнчи" тата Чӑваш энциклопедийӗн томӗсенчи статьясен, "Поск слова", "Поэт Айги и худжники", "Семь Дескрипций к образу русского мастера в Париже", "Тексты, метатексты и путешествия", "Путешествие от переферии к центру языка" тата ытти кӗнекесен, 300 яхӑн ӑслӑлӑх статйин авторӗ. Унӑн ӗҫӗсем "Литературная газета", "Литературная Россия" хаҫатсенче, "Дружба народов", "Новый мир", "Литературное обозрение", "Вопросы литературы", "Советская тюркология", "Вопросы языкознания" журналсенче пичетленнӗ, чылайӑшне ют ҫӗршывсенчи тата эсперанто чӗлхипе куҫарса кӑларнӑ.

А. Хусанкай Республикӑра тата Урал-Атӑл тӑрӑхӗнче общество организацийӗсене туса хурас ӗҫе пуҫласа ярас текеннисенчен пӗри. 1992-1997 ҫулсенче - Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ. 1997-2002 ҫулсенче - пӗрлешнӗ Халӑхсемпе нацисен организацийӗн Тӗп Ассамблей председателӗ. Ҫавӑн пекех вӑл чӑвашсем суверенитет ҫинчен калакан Декларацие, Чӗлхесен сакунне, патшалӑх символӗсене (Ялав, Герб, Гимн), Чӑваш Республикин Президенчӗ ҫинчен калакан саккуна ҫирӗплетнӗ ҫӗре активлӑ хутшӑннӑ.

Атнер Петрович 1987 ҫултанпа СССР Писательсен союзӗн членӗ, Вӑл Латви журналисчӗсен союзӗн, "Дружба народов" журналӑн, Ҫеҫпӗл Мишши, Мита Ваҫлейӗ, И. Я. Яковлев ячӗсемлӗ премисен лауреачӗ. 2008, 2012 ҫулсенче ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ грамотисемпе чысланӑ.