уроженцы Яльчикского района
Волков (Кашкӑр Хуначи) Геннадий Никандрович
(31.10.1927-27.12.2010)


Волков Геннадий Никандрович: фото

Волков Геннадий Никандрович (31.10.1927-27.12.2010)

Тӗпчевҫӗ, педагог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1967), профессор (1968), ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, критик, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ (1987), Раҫҫей Федерацийӗн наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ (2001), СССР Педагогика наукисен академийӗн К.Д.Ушинский ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1967), Германири Эрфурт университечӗн хисеплӗ докторӗ (1982), Кӑркӑс ССР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ (1987), Саха Республикин халӑха вӗрентес ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1992), Калмӑк, Тыва республикисен наукӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ (1997), Чӑваш Республикин, Калмӑк Республикин, Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ (1997), Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2006)

1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Ӗлчӗк ялӗнче ҫуралнӑ.

Г. Волков тӑван ялти тулли мар вӑтам, Ӗлчӗри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗпе аспирантурӑран вӗрнесе тухнӑ, кандидат дисертацине хӳтӗленӗ. 1968 ҫулта педагогика наукисен докторӗ пулса тӑнӑ. 1952-1972 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче студентсене вӗрентнӗ. РСФСР Халӑха вӗрентес ӗҫ министерствин наци шкулӗсен наукӑпа тӗпчев институтӗнче вӑй хунӑ. Эрфуртри (Германи) педагогика аслӑ шкулӗнче ӗҫленӗ.

1993 ҫулта – Патшалӑх ҫемьепе воспитани институчӗн этнопедагогка лабораторийӗн ертӳҫи, 1999 ҫултанпа – Калмӑк патшалӑх университечӗн профессорӗ. 2003 ҫулта Г.Н. Волков И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче этнопедагогикӑн наукӑпа тӗпчев институне йӗркелет. 2005 ҫултанпа Калмӑк Республикин патшалӑх университетӗнче этнопедагогика ҫӗнӗлӗхӗсен лабораторине йӗркелесе ертсе пырать.

Педагогика наукине аталантарас ӗҫри ҫитӗнӳсемшен тӗпчевҫӗ К.Д. Ушинский тата Я.А. Коменский медалӗсене илме тивӗҫ пулнӑ. Ӑна "Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ" (1997), "Раҫҫей Федерацийӗн наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ" (2001) хисеплӗ ятсем панӑ.

Г. Волкова 1982 ҫулта СССР писателӗсен союзне йышӑннӑ (халӗ Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ). Вӑл халӑх педагогикине тӗпе хурса калавсем, юмахсем, очерксем ҫырнӑ. Ачасене халалланӑ кӗнекисем: "Асанне калавӗсем" (1957), "Пурнӑҫ тыткӑҫӗ" (1961), "Туслӑхра – вӑй" (1964), "Шӑллӑмсемпе йӑмӑкӑмсене" (1967), "Юманпа Хӗвел" (1975), "Кил илемӗ" (2007), вырӑсла – "Судьба патриарха" (1998).

Г.Н. Волков 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.