уроженцы Мариинско-Посадского района
Куснар (Иванов) Станислав Александрович
(10.05.1948)


Куснар Станислав Александрович: фото

Куснар (Иванов) Станислав Александрович (10.05.1948)

Поэт, Чӑваш Республикин писательсен пӗрлешӗвӗн членӗ, А. Талвир тата А. Канаш ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ.

1948 ҫулхи ҫу уйахӗн 10-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫӗнӗ Куснар ялӗнче ҫуралнӑ.

Станислав Александрович Иванов (Куснар) Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ техучилищӗне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗпӗре тухса кайнӑ, хими комбинатӗнче вӑй хунӑ. 1969 ҫулта тӑван республикӑна таврӑннӑ, Шупашкар районӗнчи "Ленин ялавӗ" хаҫатра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химпром" пӗрлешӳре, Сӗнтӗрвӑрринчи "Пирӗн сӑмах" хаҫатра ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Куснар ялне пурӑнма куҫнӑ.

С. Куснар республикӑри хаҫат-журналта час-часах пичетленет. Унӑн "Энӗш кӗввисем" (1995), "Ҫӗмӗл ҫулӗ" (1998), "Салтак кун-ҫулӗ" (2008), "Ҫулсем-йӗрсем" (2013) кӗнекесем тухнӑ. 1994 ҫултанпа Чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ, А. Талвир тата А. Канаш ячӗллӗ премисене илме тивӗҫлӗ пулнӑ.