уроженцы Вурнарского района
Васильев (Ямандай) Михаил Алексеевич
(31.01.1939)


Васильев Михаил Алексеевич: фото

Васильев Михаил Алексеевич (31.01.1939).

Журналист, поэт, педагог, СССР журналистсен Союзӗн членӗ (1968), Раҫҫей Федерацийӗн писательсен Союзӗн членӗ (1998), С. В. Элкер премийӗн лауреачӗ (1990), А. В. Емельянов премийӗн лауреачӗ (2007), СССР пичечӗн отличникӗ (1985)

1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Айкӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Хусанти В. И. Ульянов-Ленин ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Ҫар службинче тӑватӑ ҫул Ҫурҫӗр флотӗнче ирттернӗ. Мӑн Явӑш шкулӗнче аслӑ пионервожатӑй, Вӑрнар район хаҫатӗнче литсотрудникӗ, радоорганизатор, редактор, КПСС Вӑрнар райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ, Вӑрнар профтехучилищӗре чӑваш чӗлхи учителӗ, Иртеменкассинчи тулли мар вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература тата тӑван ен культура учителӗ пулнӑ.

Малтанхи сӑввисене Вӑрнар район хаҫатӗнче 1956 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑнтанпа республикӑри хаҫатсемпе журналсенче, коллективлӑ сборниксенче тӑтӑшах пичетленнӗ, унӑн сӑввисемпе композиторсем сахал мар юрӑ хывнӑ.

"Ҫӗнӗ кӗвӗ", "Хӑнара", "Тумлам ҫути", "Чечек ҫыххи", "Хиврен-хиврен - хӗлхемлӗ хӗврен", "Килте тата ютра" кӗнекесен авторӗ.

Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.