уроженцы Вурнарского района
Иванов (Хум) Анатолий Иванович
(23.05.1942-22.03.2008)


Иванов Анатолий Иванович: фото

Иванов (Хум) Анатолий Иванович (23.05.1942-22.03.2008).

Журналист, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен Союзӗн членӗ (1985), поэт-публицист, Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн членӗ (1992), А. Талвир литература премийӗн лауреачӗ (1993).

1942 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Рунга ялӗнче ҫуралнӑ.

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетенчен вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче платникре, бетонщикре, участок мастерӗнче, Чӑваш АССР телевиденипе радио комитетӗнче корреспондент тата редактор пулса ӗҫленӗ. Вӑрнар районӗнчи "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатра, Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ.

Малтанхи сӑввисем 1957 ҫулта Канаш районӗнчи "Коммунизмшӑн" хаҫатра тухнӑ. "Хӑрамарӑм хурсенчен" (1986), "Кун парӑсӗ" (1986), "Чӑнлӑха ялав туса" (2002) кӗнекесен авторӗ.

2008 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилнӗ.