уроженцы Батыревского района
Талвир (Башкиров) Алексей Филиппович
(21.03.1909-09.09.1979)


Талвир Алексей Филиппович

Талвир (Башкиров) Алексей Филиппович (21.03.1909-09.09.1979)

Ҫыравҫӑ, СССР писателӗсен спӗрлешӗвӗн членӗ (1934), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1909 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчен Юхма Патӑрьел салинче ҫуралнӑ.

Алексей Талвир (Алексей Филиппович Башкиров) ялти пуҫламӑш, Аслӑ Арапуҫӗнчи вунӑ ҫул вӗренмелли шкулсене пӗтернӗ. 1928 ҫулта Мускава тухса кайнӑ: малтан Халӑхсен тӗп издательствин чӑваш секцийӗнче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн М.В. Ломоносов ячӗллӗ университетра вӗреннӗ. Анчах ӑна университетран вӗренсе тухма май килмен, 1930 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра "Комсомольская правда" хаҫатӑн ҫар корреспонденчӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн писатель "Коммунизм ялавӗ" хаҫатра вӑй хунӑ. 1954-1958 ҫулсенче Чӑваш Писателӗсен союзӗн правленине ертсе пынӑ.

1960 ҫултанпа вунӑ ҫул ытла Хусанта пурӑннӑ, Тутар Писателӗсен пӗрлешӗвӗ ҫумӗнчи литература пӗрлешӗвӗнче тӑрӑшнӑ, "Хусан" альманаха кӑларассине пуҫарса йӗркелесе янӑ. Унтан каллех Шупашкара куҫса килнӗ.

Литературӑри тата халӑх умӗнчи ытти ырӑ ӗҫсемшӗн А. Талвира Халӑхсен Туслӑхӗ орденпа наградӑланӑ (1979), Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотине панӑ (1969).

Паллӑрах кӗнекисем: "Йӑнӑш" (1931), "Эсӗ инженер пулатӑн" (1952), "Пӑва ҫулӗ ҫинче" (1954; 1966; 1981), "Никӗс" (1964; 1979), "Суйласа илнисем" (1971); вырӑсла – "Люди из Батыр-яла" (1933), "На Буинском тракте" (1954; 1955; 1958), "Вутлан зажигает огни" (1967), "Фундамент" (1972; 1973; 1976; 1977), "Повести" (1980).

Писатель 1979 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.