уроженцы Красноармейского района
Кириллов Тарас Кириллович
(24.02.1880-06.11.1921)


Кириллов Тарас Кириллович: фото

Кириллов Тарас Кириллович (24.02.1880-06.11.1921)

Поэт, публицист, куҫаруҫӑ

1880 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12 (24)-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Красноармейски районӗ) Ҫеҫмер ялӗнче ҫуралнӑ.

Тарас Кириллович Кириллов малтан Мӑн Шетмӗри пуҫламӑш, унтан Ишекри икӗ сыпӑклӑ шкулсенче вӗреннӗ. 1899 ҫулта Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарирен вӗренсе тухсан икӗ ҫул Етӗрнери прихут шкулӗнче ӗҫленӗ. 1901 ҫулта вӑл Шӑхасанти икӗ сыпӑклӑ шкула куҫнӑ. 1903-1905 ҫулсенче Хусанти миссионерсен курсӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте чиркӳ ӗҫӗнче тӑнӑ. 1918 ҫулта ку ӗҫе пӑрахса Чулхула облаҫӗнчи Кукша Ту ялӗнче шкулта вӑй хунӑ.

Литература ӗҫне 1903 ҫул тӗлнелле, Шӑхасанта ӗҫленӗ чух, тытӑннӑ. Вӑл ытларах сӑвӑсемпе поэмӑсем ҫырнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ пичетленсе тухнӑ: "Тырӑ пулнӑ ҫул", "Пулӑшӑр" (1905), "1812 ҫулхи вӑрҫӑ ҫинчен хывнӑ юрӑсем" (1911), "Хресчен хӑй ӗҫӗ ҫинчен хывнӑ юрӑсем" (1912), "Ҫap ҫынни 1914 ҫулта вӑрҫӑ тухсан юрлани" (1914), "Салтак арӑмӗ сӑпкари ачине сиктерсе ларнӑ чух юрланӑ юрри" (1917) т. ыт. те. Поэт публицистикӑлла ӗҫсем те ҫырнӑ, куҫару енӗпе те чылай ӗҫленӗ, фольклорпа этнографи материалӗ нумай пухнӑ.

Поэт ӳпке чирӗпе чирлесе 1921 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Кукша Ту ялӗнче вилнӗ.