уроженцы Урмарского района
Алендей (Алендеев) Григорий Тимофеевич
(25(12).04.1903-04.03.1974)


Алендей (Алендеев) Григорий Тимофеевич: фото

Алендей (Алендеев) Григорий Тимофеевич (12.04.1903-04.03.1974).

Журналист, чӑваш писателӗ, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1934), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан.

1903 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хальхи Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерти чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

1917 ҫулта Хусанпа Мускав хушшинчи чугун ҫул ҫинче тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан рабочи пулса ӗҫленӗ. 1919 - 1920 ҫулсенче Хусанти педагогика курсӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш комсомол обкомӗн инструкторӗ тата Ҫӗрпӳри РОСТа представителӗ, ҫав вӑхӑтрах уесри "Красный вестник" хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1921 - 1924 ҫулсенче Мускавра Хӗвелтухӑҫӗнчи халӑхсен университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул "Канаш" хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. 1926 ҫулта учитель ӗҫне куҫнӑ. 1933 ҫулта вӑл партин Вӑрнар райкомӗн пропогандӑпа агитаци пайӗн пуҫлӑхӗ тата районти хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1935 ҫулта ӑна КПСС Ҫӗмӗрле райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ пулма суйланӑ. 1936 - 1937 ҫулсенче вӑл Парти обкомӗн пропогандӑпа агитаци пайӗнче заведующи ҫумӗ, 1938 - 1959 ҫулсенче Канаш районӗнчи Шӑхасанти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вӑтам шкулта истори учителӗ тата вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Г. Алендей фронтра пулнӑ.

Поэтӑн 1920 - 1923 ҫулсенче "Канаш" хаҫатпа "Ӗҫлекенсен сасси" журналта пичетленнӗ пирвайхи сӑввисем: "Ҫамрӑксен уявӗ", "Ирттӗр кивӗ ӗмӗр", "Вӑрӑм ыраш, сарӑ ыраш", "Ан айӑплӑр" тата ыттите. Унӑн "Колчак пулнӑ вырӑнта", "Тӑваткал ҫерем ҫинче", "Кӳлӗ хӗрринче", "Миша - Томск ҫынни", "Тантӑшсем" тата ытти калавӗсемпе очеркӗсем ҫынсен пархатарлӑ ӗҫӗ - хӗлӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ. Г. Алендей, Исаев Мӗтри, Трубина Мархви, В. Рзай, А. Эсхель, Л. Агаков тата ыттисен пултарулӑхӗ ҫинчен критикӑллӑ статьясем ҫырнӑ. Вӑл Р. Джованьолин "Спартак" романне, А. Купринӑн "Шурӑ йытӑ" калавне чӑвашла куҫарса кӑларнӑ. Унӑн ҫакӑн пек кӗнекесем тухнӑ: "Пирӗн сӑвӑ" (сӑвӑсем, 1925), "Тантӑшсем" калавсем, 1952), "Тантӑшсем" (повесть. 1962).

Г. Алендее Чӑваш АССРӗн Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ (1957, 1963).

1974 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вилнӗ.