уроженцы Канашского района
Маяксем (Степанов) Леонид Александрович
(02.01.1938-11.01.2014)


Маяксем Леонид Александрович: фото

Маяксем (Степанов) Леонид Александрович (02.01.1938-11.01.2014)

Писатель, публицист, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1974).

Леонид Маяксем ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Саратоври киномеханиксен шкулӗнче вӗреннӗ, икӗ ҫула яхӑн Елчӗк районӗнче куҫса ҫӳрекен киноустановкӑпа ӗҫленӗ. Совет Ҫарӗнчен таврӑнсан пӗр хушӑ Шупашкарти электромеханизмсем тӑвакан заводра токарьте вӑй хунӑ, ҫав хушӑрах хулари ҫамрӑк рабочисен каҫхи вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Каярах нумай тиражлӑ "Текстильщик" хаҫат корреспонденчӗ, пир-авар комбиначӗн вырӑнти радиоперадачисен редакторӗ пулнӑ. Чавашрадиора вӑй хунӑ.

Ӗҫленӗ вӑхӑтрах Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ. 1974-1980 ҫулсенче Чӑваш Писателӗсен пӗрлешӗвӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюровӗнче, Литература фончӗн чӑваш уйрӑмӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. 1981 ҫултанпа – писатель-профессионал. Малтанхи очеркӗ 1961 ҫулта "Ялав" журналта пичетленнӗ.

Л. Маяксем 1974 ҫултанпа СССР Писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ. Паллӑрах кӗнекисем: "Килет шурӑмпуҫ ҫуталса" (1970), "Тупатӑпах сана, Сильва" (1972), "Асамлӑ каскӑч" (1976), "Аманнӑ турат" (1980), "Вӗлтрен милӗкӗ" (1980); вырӑсла – "Я найду тебя, Сильва" (1984), "Вторая встреча" (1988).