уроженцы Канашского района
Васильева (Федорова) Ольга Леонидовна
(25.05.1981)


Васильева Ольга Леонидовна: фото

Васильева (Федорова) Ольга Леонидовна (25.05.1981)

Ҫыравҫӑ, журналист, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен союзӗн членӗ (2016), Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ (2019), Раҫҫей Федерацийӗн писательсен союзӗн членӗ (2023)

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче çуралнă.

О. Васильева Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пӗтернӗ. Университетӑн 5-мĕш курсӗнче вӗреннӗ чухнех Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлеме пуçланă. Хăйне корректор пек кăна мар, пултаруллă редактор тата куçаруçă пек те кăтартнă.

Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ чухнех статьясемпе репортажсем, калавсемпе очерксем, новеллăсемпе повеçсем çырма тытăннă. Вĕсем чăваш ачисен "Тантăш" хаçатĕнче пичетленнĕ. Хайлавĕсем "Çĕнĕ ятсем уçатпăр", "Шурă туй кĕпи", "Кĕтмен юрату", "Саламлăр аннĕре" коллективлă сборниксенче пичетленнĕ. 2018 ç. унăн "Юхать çăлкуç..." кĕнеки кун çути курнă.