уроженцы Козловского района
Хури (Ильин) Макар Гордеевич
(01.02.1913-21.01.1961)


Хури (Ильин) Макар Гордеевич: фото

Хури (Ильин) Макар Гордеевич (01.02.1913-21.01.1961)

Поэт, куҫаруҫӑ, журналист, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1958).

1913 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хальхи Куславкка районӗнчи Паланкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Макар Гордеевич Ильин (Хури) ҫамрӑклах тӑлӑха юлнӑ. 1925 ҫулта Шупашкарти коммуна-шкулта вӗренме пуҫланӑ. Каярах Чӑваш патшалӑх педагогика техникумне пӗтернӗ. Пӗр хушӑ пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. 1951-1958 ҫулсенче Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ, литература ӗҫӗпе пурӑннӑ.

М. Хури сӑвӑсен пӗрремӗш кӗнекине 1953 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Вырӑс тата тутар сӑвӑҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл "Сӑвӑсем" (1953), "Ҫул парни" (1956), "Ҫӑкӑр" (1959), "Сӑвӑсемпе поэмӑсем" (1964) т. ыт. кӗнеке авторӗ.

Сӑвӑҫ 1961 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ