уроженцы Ядринского района
Муравьев Валериан Венедиктович
(01.09.1946-16.04.2017)


Муравьев Валериан Венедиктович: фото

Муравьев Валериан Венедиктович (01.09.1946-16.04.2017).

Журналист, Раҫҫей журналистсен Союзӗн членӗ (1990), писатель, Чӑваш Республикин професси ҫыравҫисен союзӗн членӗ (2015), краевед.

1946 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Етӗрне тӑрӑхӗнчи Палтайра ҫуралнӑ.

Тӑван ялти вӑтам шкултан вӗренсе тухсан тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хунӑ., Палтайри библиотекӑра нумай ҫул тӑрӑшнӑ. 1988-1996 ҫулсенче Етӗрне район хаҫатӗнче куҫаруҫӑ, корреспондент, пай редакторӗ пулса ӗҫленӗ.

Пӗрремӗш сӑвви 1965 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Унтанпа вӑл чылай сӑвӑ-поэма, калав-повесть, ултӑ кӗнекеллӗ " Ҫылӑхлӑ арҫын" роман пичетлесе кӑларнӑ. Поэзири паллӑрах ӗҫӗсем: "Каяр пуль, хӗрӗм" (1990), "Тани Юн" (2003), "Салам, салтак!" поэмӑсем, "Урташ йӗрӗпе" сӑвӑлла очерк (2002), "Палтайпа Айтак" сӑвӑлла роман-халап (2004) тата ыттисем те. В. Муравьев - паллӑ таврапӗлӳҫӗ. Вӑл - Етӗрне энциклопедине пухса хатӗрленӗ (2006).

2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вилнӗ.