уроженцы Красноармейского района
Нестерова Зоя Алексеевна
(24.12.1925-07.04.2013)


Нестерова Зоя Алексеевна

Нестерова Зоя Алексеевна (24.12.1925-07.04.2013).

Писатель, СССР Писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ (1991), Чӑваш Писателӗсен союзен членӗ (1991).

1925 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Улири вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагока институтӗнче вӗреннӗ. Комсомольски районӗнчи Чурачӑкри тата Красноармейски районӗнчи Улири вӑтам шкулсенче ӗҫленӗ. 1957 ҫулта З. А. Нестероваӑна пурнӑҫ ҫулӗ Магадан облаҫне илсе ҫитернӗ. Ягодное ятлӑ район центрӗнче ҫирӗм ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Пенсие тухсан ҫемьипе Чӑваш Республикине каялла таврӑннӑ.

Ҫыравҫӑн чи малтанхи "Пирвайхи юрату" калавӗ 1995 ҫулта "Ялав" журналта пичетленнӗ. Паллӑрах кӗнекесем: "Чее мулкач", "Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем", "Ылтӑн пӗрчисем", "Арҫынсем те макӑраҫҫӗ" (роман).

Н. Янгасӑв ячӗллӗ преми лауреачӗ (2000).

2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 07-мӗшӗнче вилнӗ.