уроженцы Канашского района
Абрамов Валентин Александрович
(01.11.1958-04.06.2012)


Абрамов В. А.

Абрамов Валентин Александрович (01.11.1958-04.06.2012).

Чӑвашсен паллӑ критикӗ, литературовечӗ, филологи наукисен кандидачӗ (2002), Раҫҫей Федерацийӗн писательсен Союзӗн членӗ (1998), чӑваш Республикин вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2011).

1958 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ.

Кӑшнаруйӗнчи 8 ҫул вӗренмелли, 1974-1976 ҫулсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри вӑтам шкулсенче пӗлӳ илнӗ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренсе тухнӑ (1977- 1982). Ҫамрӑк специалист Канаш районӗнчи Вутапуҫ вӑтам шкулӗнче учительте ӗҫлеме пуҫланӑ. 1983 ҫултан пуҫласа 2012 ҫулчен Чӑваш литератури кафедринче малтан ассистент, аслӑ преподаватель, 1997 ҫултанпа доцент пулса ӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ пулнӑ.

Пирвайхи критикӑлла статйи 1984 ҫулта «Пионер сасси» хаҫатра ҫапӑнса тухнӑ. Унтан «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Ҫил ҫунат» журналсенче В. Абрамов ҫырнӑ тӗпчевсем: «Поэтика Сеспеля», «Вопросы поэтики К. Иванова», «Наука, человек, гуманизм» тата ытти сборниксенче тухаҫҫӗ. Уйрӑм писательсен пултарулӑхӗнчи тӗрлӗ енсене те ҫутатать В. А. Абрамов. «Ҫеҫпӗл лирикинчи тӗс вырӑнӗ», «Категория «время» в стилевой системе К.Иванова», «Ухсай Яккӑвӗн «тӗнчинчи шыв кульчӗпе мунча рехечӗ», «И. С. Максимов-Кошкинскин прозӑри ӑсталӑхӗ», «Взгляды И. Я. Яковлева на литературу» статьясем витӗмлӗ, тӗплӗн тишкернипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫирӗм ҫул ытла литературӑра, критикӑра ӗҫлесе В. А. Абрамов литература историйӗ, литература методики, критика тӗлӗшӗпе вунӑ ытла кӗнеке кӑларнӑ, 120 ытла статья, рецензи пичетленӗ. Вӑлах Ю. Н. Исаевпа пӗрле студентсен «Ытлари» литература альманахне пухса кӑлараканӗ те (6 кӑларӑм). Паллӑрах ӗҫӗсем: "Становление и развитие чувашской повести", "Сӑмахпа сӑнар сипечӗ", "Вопросы чувашского литературоведения и критики", 1998 ҫулта О. И. Печниковпа перле «Сочинени мӗнле ҫырмалла» тата ытти кӗнекесем те кӑларнӑ.

2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшенче ҫӗре кӗнӗ.