уроженцы Канашского района
Артемьев Юрий Михайлович
(30.01.1941)


Артемьев Юрий Михайлович: фото

Артемьев Юрий Михайлович (30.01.1941)

Критик, литературовед, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1993), профессор (1994), СССР писателӗсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2015)

1941 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Артемьев Юрий Михайлович 1969 ҫулта Хусанти патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, каярах Мускавра Тӗнче литературин A.M. Горький ячӗллӗ институчӗн аспирантурипе докторантуринче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ, 1982-2014 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Вырӑс чӗлхипе ют ҫӗршывсен литературин кафедрине ертсе пынӑ. Халӗ Вырӑс чӗлхипе литературин кафедринче ӗҫлеть.

15 яхӑн кӗнеке: "Этем тивӗҫӗ" (1980), "Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе сӑнарсен илемӗшӗн" (1984), "Ирӗк шухӑшсем" (1991), "Ӗмӗр пуҫламӑшӗ" (1996), "Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр" (2010) т.ыт.те, 260 ытла статья авторӗ.

Юрий Артемьев ӗҫӗ "XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литератури" (1992) тӗпчев чӑваш литературоведенине тата ытларах аталанма пулӑшнӑ пысӑк утӑм пулса тӑнӑ.

И.Я. Яковлев хайлавӗсен, докуменчӗсемпе ҫырӑвӗсен пуххине пичете хатӗрленӗ, К. Ивановпа Ҫеҫпӗл Мишши, В. Рзайпа Е. Еллиев, А. Артемьевпа А. Емельянов, Хв. Уяр пултарулӑхне тӗплӗн тӗпченӗ. Республикӑри хаҫат-журналсӑр пуҫне "Дружба народов", "Волга", "Филологические науки", "Вопросы литературы" журналсенче, "Литературная Россия" хаҫатра нумай пичетленнӗ.

Француз чӗлхине пӗлет, нимӗҫ, испан, итали чӗлхисем те илӗртеҫҫӗ ӑна. Альфонс Доде, Андре Моруа хайлавӗсене французларан чӑвашла тӳрремӗн куҫарать.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн диссертаци канашӗн, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен Ӑслӑлӑх канашӗн, нумай томлӑ Чӑваш энциклопедийӗн редколлегийӗн тата редсовечӗн членӗ.