уроженцы Канашского района
Сеспель (Кузьмин) Михаил Кузьмич
(16.11.1899-15.06.1922)


Сеспель Михаил Кузьмич

Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Касакасси ялӗнче (халӗ Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ) чухӑн хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пулас поэт Шӑхасан вулӑс кантурӗнче переписчик пулса ӗҫленӗ. 1914-1917-мӗш ҫулсенче Шӑхасанти учительсем хатӗрлекен иккӗмӗш класлӑ шкулта вӗреннӗ.

Вӑл литературӑпа питӗ интересленнӗ, хай те ҫырма пуҫланӑ, юлташӗсемпе пӗрле алӑпа ҫырса "Ҫӑлтӑр" ятлӑ журнал кӑларса тӑнӑ. 1917 ҫулхи кӗркунне поэт Тутар республикинчи Теччӗ хулинчи учительсем хатӗрлекен семинарие кайса кӗнӗ. Часах ҫамрӑксем хушшинче агитатор пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1918 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче ӑна парти ретне илнӗ. Ун ҫинчен хӑйӗн дневникӗнче ҫапла ҫырнӑ вӑл: "Партие кӗрсен, хама хам ирӗклӗ те вӑйлӑ туйма пуҫларӑм, пролетариатпа пӗрле пурнӑҫӑн чӑн-чӑн хуҫи пулнине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнтан вара ӑс-хакӑлӑм уҫӑ. Шухӑшӑм хӑватлӑ. Эпӗ – коммунист!". Ҫеҫпӗл Мишши Мускавра В. И. Ленина курнӑ, унӑн сӑмахне итленӗ. Ҫакна поэт пысӑкран та пысӑк телей тесе шутланӑ.

Поэт-коммунист Чӑваш тӑрӑхӑнче Совет влаҫне ҫирӗплетес-сишӗн ывӑнма пӗлмесӗр кӗрешнӗ паллӑран та паллӑ ҫынсенчен пӗри пулнӑ. Ҫав хушӑрах Ҫеҫпӗл тӑван литературӑна аталантарас тесе ҫине тӑрсах, чун-чӗререн тӑрӑшнӑ, хӑйӗн паллӑрах сӑввисене "Пурнӑҫпа вилӗм", "Чӑваш чӗлхи", "Чӑваш ачине", "Эп вилсен", "Чӑваш поэтне Ахаха асӑнса", "Чӑн чӗрӗлнӗ", "Йывӑр шухӑшсем" т. ыт. те ҫырнӑ.

1919 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Теччӗри судпа следстви комиссийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1920 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Революци комитечӗ Ҫеҫпӗле Чӑваш автономи облаҫӗнчи Ревтрибунал председательне, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Облаҫри Революци комитечӗ юстици пайӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши 1920 ҫулта раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче юстици уйрӑмӗн ӗҫӗсемпе Хусана командировкӑна тухса кайнӑ. Вӑл Хусанта чухне, раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗ умӗнхи каҫ Юстици уйрӑмӗн ҫуртӗнче вут тухнӑ. Юстици ҫуртне вут тӗртме хатӗрленӗ тенӗ суя сӑмахпа раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫеҫпӗле арестленӗ. Юлташӗсем Ҫеҫпӗл Мишшине хӑйсен ҫӑклӑхне илсе 1921 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирӗке кӑларнӑ

Ҫав йывӑр вӑхӑтра Ҫеҫпӗле тепӗр инкек пырса ҫапнӑ: шӑмӑ туберкулезӗ ӑна пӗтӗмпех аптратса ҫитернӗ. Сывлӑхӗ хытах хавшаса ҫитсен, кӑштах сывалма поэт Крыма тухса кайнӑ. Евпаторири санаторире "Чӑваш, чӑваш", "Тинӗсе", "Инҫе ҫинҫе уйра уяр", "Ҫӗн Кун аки", "Катаран каҫ килсен" сӑввисене ҫырнӑ. Санаторире Украинӑран сывалма пынӑ Ф. Н. Пакрышеньпе, К. И.Турганпа, Мускавран пынӑ С. А.Ивановпа паллашнӑ. 1921 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Киеври илемлӗх шкулне вӗренме кӗнӗ. Илемлӗх шкулӗнче ик эрнене яхӑн вӗреннӗ хыҫҫӑн Киеври уес ҫар комиссариачӗ Ҫеҫпӗле, ҫар службинчен хӑтарнӑ вӑхӑчӗ пӗтнӗрен, Хӗрлӗ Ҫар ретне йышӑнӑ, 3-мӗш запас полкри командӑна телефонпа телеграф ӗҫне вӗренме янӑ. Туберкулез чирӗ амаланса пынӑ пирки нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫар службинчен хӑтарнӑ. Кун хыҫҫӑн сӑвӑҫ хӑйӗн Чернигов кӗпӗрнин Остер уесӗнчи Кашкӑр Сӑрчӗ ялӗнче пурӑнакан тусӗ Федор Пакрышень патӗнче пурӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл Остер уесӗнчи ҫӗрӗҫ пайне делопроизводителе ӗҫлеме кӗнӗ. Унта вӑл делопроизводительре тата ҫӗнӗ ҫӗре куҫакансен комисси инструкторӗнче ӗҫленӗ, Атӑл тӑрахӗнчен выҫлӑх ҫулхине тухса килнӗ ҫынсене пулӑшу кӳрес пирки хытӑ тимленӗ.

Сӑвӑҫ 1922 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Остер хули ҫывӑхӗнчи Кивӗ хула ятлӑ ялта ҫакӑнса вилнӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш поэзине силлабикӑллӑ-тоникӑллӑ сӑвӑ виҫине кӗртнӗ, ку тӗлӗшпе унӑн "Сӑвӑ ҫырасси" ятлӑ статйи паллӑ вырӑн йышӑнать ("Канаш" хаҫатра 1920 ҫулта пичетленсе тухнӑ). Унӑн сӑввисем ҫав тери йывӑр вӑхӑтра халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑлӗсемпе хӗрӗсене паттӑр пулма чӗннӗ, кӗрешӳре хавхалан-тарнӑ.

Революци ҫулӗ ҫине ҫамрӑклах хастарлӑн тӑнӑ сӑвӑҫ. Пурнӑҫра ҫутӑ ӗмӗтлӗ, ҫирӗп кӑмӑллӑ, "хыт утӑмлӑ" пулнӑ. Кӑвар чӗреллӗ поэт сӑнарӗ пире халӗ те пурнӑҫа юратма, пуласлӑхшӑн кӗрешме, яланах хастар та хӑюллӑ пулма вӗрентет.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫырнисем чӑваш литературин ылтӑн фондне кӗрсе юлчӗҫ.