уроженцы Ядринского района
Мартынов (Антонов) Николай Антонович
(20.02.1933-16.07.2000)


Мартынов Николай Антонович: фото

Мартынов (Антонов) Николай Антонович (20.02.1933-16.07.2000)

Писатель, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1982).

1933 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫyxpa ятлӑ ялта ҫуралнӑ.

Николай Мартынов (Николай Антонович Антонов) 1951 ҫулта Советскинчи вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнче библиотекӑра ӗҫленӗ. 1953-1956 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. 1957-1962 ҫулсенче Октябрьскинчи тата Сӗнтӗрвӑрринчи район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. 1971 ҫулта ӑна "Коммунизм ялавӗ" хаҫата ӗҫлеме илнӗ, анчах кунта нумай ӗҫлеймен, ҫул ҫинчи инкеке пула инвалида тухнӑ. Писатель 2000 ҫулта тӑван ялӗнче вилнӗ.

Н. Мартынов 1982 ҫултанпа СССР Писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ пулнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: "Этем телейӗ" (1961), "Урпашра та вут-чуль пур" (1980), "Ҫӗнӗ пӳрт" (1985), "Хӗллехи ӑшӑ" (1990), "Икӗ ҫулевӗҫ вилӗмӗ" (1993).

На доме, где родился и вырос известный писатель, установлена мемориальная доска (2015).