уроженцы Шемуршинского района
Бараев (Серкке) Владимир Васильевич
(05.12.1910-19.11.1942)


Бараев Владимир Васильевич

Бараев (Серкке) Владимир Васильевич (05.12.1910-19.11.1942).

Чӑваш писателӗ, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1953), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1910 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӑва уесӗнчи (халӗ Шӑмӑршӑ) ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти пуҫламӑш шкулта, Тутар республикин Хурӑнварти икӗ сыпӑклӑ шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗрти (Ульяновскри) ялхуҫалӑх тата Куйбышеври (Самара) планпа экономика техникумӗсенче вӗреннӗ. 1934 ҫулта В. Бараев Шупашкара куҫса килнӗ, вӑл «Ҫамрӑк колхозник» хаҫатра, унтан халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче, кӗнеке палатинче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан Ивановӑри пехота училищен вӗренсе тухнӑ, Мускав ҫывӑхӗнче фашистсене ҫапса салатас ҫӗре хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнче В. Бараев лейтенант ертсе пыракан миномет взводне Сталинграда хӳтӗлеме янӑ.

Литература ӗҫне вӑл 30-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Унӑн сӑввисемпе очеркӗсем, фельетонӗсемпе калавӗсем ҫавӑн чухне Самарта чӑвашла тухса тӑракан «Колхозник» хаҫатра, "Вӑтам Атӑл" альманахра пичетленӗ.1934 ҫулта В. Бараев Шупашкара куҫса килсен пикенсе сӑвӑсемпе очерксем ҫырма тытӑнать, ытти авторсен сӑввисене чӑвашла куҫарать, халӑх юмахӗсене ҫырса илет, вӗсенчен нумайӑшне хӑйне май илемлетсе ҫырать: "Улӑп-паттӑр", "Ванькка ухатник", "Ӑр-чукмар", "Вахрушка" тата ыт. те. Чӑваш халӑх юмахӗсенче паттӑрсем ҫинчен калаканисем пит нумай: Улӑп паттӑр, Юман паттӑр, Иван паттӑр, Алмас паттӑр, Качикруш паттӑр тата ыттисем те - ҫителӗклех. 1936 ҫулта "Кавказ хӑнисем" ятлӑ кӗнеке, 1939 ҫулта унӑн "Али-паттӑр" юмах пичетленсе тухнӑ, поэт унта тата ытти сӑввисене те ӗҫхалӑхӗн хастарлӑхне мухтать. Унӑн сӑввисем тӑрӑх Ф. Лукин композитор "Ирхи юрӑ" тата "Летчиксене савса" ятлӑ юрӑсем хывнӑ. В.Бараев поэт ҫеҫ мар, вӑл прозӑпа ҫырнӑ произведенисем хушшинче: "Таврӑнсан", "Сӳнми хӗлхем" каласем, "Конюх килӗнче", "Учитель", "Редактор", "Вӗсем чӗрене туяҫҫӗ" очерксем, "Этиканпа Утикан", "Кӗслеҫӗ", "Ухмаха тухнӑ тура" юмахсем тата "Кумсем" ятлӑ фельетон паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Писатель 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Сталинград патӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.