уроженцы Ядринского района
Краснов Георгий Васильевич
(30.01.1937-03.09.2012)


Краснов Георгий Васильевич

Краснов Георгий Васильевич (30.01.1937-03.09.2012).

Писатель, СССР Писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн (1969) членӗ.

1937 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Йӗрхкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче, Мускаври М. В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетчӗн журналисика факультетчӗнче вӗреннӗ. Ҫар службине Германире ирттернӗ. Колхоз агрономӗнче, Поляр ункин леш енче Воркута шахтинче проходчикре ӗҫленӗ. Ҫав хуларах радиожурналист ӗҫне тытӑннӑ. Шупашкара куҫса килсен Чувашрадио тӗп редакторӗ тата Телерадиокомитет председателӗн ҫумӗ, Чӑваш Писателӗсене союзӗн правленин яваплӑ секретарӗ, "Тӑван Атӑл журналӑн тӗп редакторӗ, Чӑваш Писателӗсен союзӗн правленин председателӗ пулнӑ. Шупашкарти Г. С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче ачасене вӗрентнӗ, Вӗрентӳ институтӗнче аслӑ преподовательте ӗҫленӗ. 1995 ҫултанпа - И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика кафедрин профессорӗ.

Г. Краснов чӑваш литературин тӗрлӗ жанрӗсенче ӗҫлекен писатель. Вунӑ роман, вунӑ пьеса, нумай-нумай лирикӑллӑ, приключениллӗ, фантастикӑллӑ повеҫсен авторӗ. Публицистика кӗнекисем те кӑларнӑ. Паллӑрах кӗнекесем: "Ҫамрӑк хасталӑхпа", "Асӑмлӑ ҫӑлкуҫ", "Инҫетри сасӑсем". "Сарамат пӗкки", "Катӑк чӗлӗм", "Ҫӑмрӑклӑх пӗрре килет". "Ӗмӗр тикӗс килмест", "Кӗвӗҫекене кӗве ҫиет", "Телей патне виҫӗ ҫухрӑм". "Ҫитетпӗр хӗрӗхе, иртетпӗр хӗрӗхрен", "Хӗр ҫураҫас умӗн", "Пуҫсӑр юлан утсен эскадронӗ"; вырӑсла - "Треснутая трубка", "Молодость не повторяется", "Операция "Сломанная трубка", "Все от любви".

Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми (1979), "Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят панӑ (1980).

Ҫыравҫӑ 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ.