уроженцы Яльчикского района
Турхан Хведер (Васильев, Федор Васильевич)
(13.02.1876-1932)


Турхан Хведер: фото

Турхан Хведер (Васильев, Федор Васильевич) (13.02.1876-1932).

Поэт, педагог, священник.

1876 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Теччӗ уесӗнчи (халӗ Елчӗк районӗ) Турханта ҫуралнӑ.

Кӳршӗ ялта (Курнавӑшра) пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. Ӗмӗр тӑршӗпех тӑван ялӗнче пурӑннӑ. Чылай вӑхӑт пуҫламӑш шкулта учительте ӗҫленӗ, священник пулнӑ. Поэта 1930-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче репрессиленӗ. Реабилитациленӗ 1995 ҫулта.

Ӑна сӑвӑ ҫырас ӗҫе пиччӗшӗ Турхан Яккӑвӗ явӑҫтарнӑ. Турхан Хӗветӗрӗн вӑтӑр ытла сӑвӑ упраннӑ, вӗсене 1898 - 1905 ҫулсем тӗлнелле ҫырнӑ. Поэт лирикӑллӑ сӑвӑсемпе пӗрлех чӑваш поэзийӗнче сатира жанрне чӗртсе ярас тӗлӗшпе те вӑй хунӑ. Ҫутта курнӑ поэтӑн пӗрремӗш хайлавӗ 1903 ҫулта "Чӑваш Календарӗнче" (Хусана) пичетленнӗ "Юмӑҫ" сӑвви пулнӑ. Ытларах вӑл хӑйӗн сӑввисенче XIX-XX ӗмӗр вӗҫӗнче чӑваш хресченӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ. Унӑн тӗп произведенийӗсем шутланаҫҫӗ: "Хӗллехи ир", "Тӑвӑл", "Виҫӗ ҫерҫи", "Лермонтов вилӗмӗ", "Кӗркунне". Поэт хайлавӗсем нумайӑшӗ вӑл вилнӗ хыҫҫӑн "Революцичченхи чӑваш литератури" (1984, т.1), "Виҫӗ Турхан – пӗртӑван" (2001) кӗнекесене кӗнӗ.

1932 ҫулта вилнӗ.