уроженцы Батыревского района
Силэм Юлия Александровна
(02.10.1951)


Фото

Силэм Юлия Александровна (02.10.1951)

Ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), Санкт-Петербургри Петровски Наукӑпа искусствӑсен академийӗн чӑн членӗ (2001), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн (1992), халӗ Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ.

1951 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.

Юлия Александровна Силэм вӑтам шкултан, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1983 ҫулсенче "Пионер сасси" (халӗ "Тантӑш") хаҫатра вӑй хунӑ. 1983-2004 ҫулсенче "Ялав" журналӑн проза пайӗн редакторӗ.

Пӗрремӗш калавӗсем Патӑрьел районӗнчи "Авангард", республикӑри "Пионер сасси", "Хыпар" хаҫатсенче тухнӑ. Каярах "Тӑван Атӑл", "Ялав", "Ҫил ҫунат", "Лик Чувашии", "Чувашия литературная" журналсенче кун ҫути курнӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Кӑвак сурӑх" (1982), "Пылпа ҫӑкӑр" (1988), "Юр ҫинчи кӑвайт" (1990), "Хӗрӗхри хӗр" (1993), "Василий Николаев академик. Кун-ҫул утӑмӗсем" (1997), "Ҫылӑхлӑ хӗрарӑм" (1999), "Хӗр пӗрчи" (2000), "Иккӗн" (2001), "Чун уҫӑлнӑ самант" (2001); вырӑсла – "Академик Василий Николаев. Страницы жизни" (1997) т. ыт. те.