уроженцы Козловского района
Желтухин Герман Николаевич
(25.01.1945-05.01.2016)


Желтухин Герман Николаевич

Желтухин Герман Николаевич (25.01.945-05.01.2016)

Журналист-публицист, ҫыравҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1989), СССР журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1977), Республикӑри журналистсен Ҫ. Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ (1986), "Аталану" преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2005).

1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ.

Герман Николаевич Желтухин 1963 ҫулта Тӗрлемесри вӑтам шкула пӗтернӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. 1964-1967 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче пулнӑ. 1971 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. "Коммунизм ялавӗ" ("Хыпар") хаҫатра, Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ.

1981 ҫултанпа – "Тӑван Атӑл" журналта: литсотрудник, пай редакторӗ, яваплӑ секретарь, шеф-редактор. 1998-2005 ҫҫ. – "Тӑван Атӑл" журналӑн тӗп редакторӗ, 2006 ҫ. – проза пайӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхатрах 1995 ҫултанпа – Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультечӗн доценчӗ.

Малтанхи сӑвви Куславкка районӗнчи "Ленин ялавӗ" хаҫатра 1958 ҫулта пичетленнӗ. Вунна яхӑн кӗнеке кӑларнӑ. Паллӑраххисем: "Пӗр ӗмӗт-тӗллевпе", "Ҫӗр ырлӑхӗ", "Ӑшӑ сывлӑм", "Кашмаш ҫӑлтарӗсем", "Юханшывӑн ик ҫыран", "Юрататӑн пулсан..." тата ыттисем те.

2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.