уроженцы Красноармейского района
Степанов (Пртта) Александр Иванович
(04.04.1963)


Пртта (Степанов) Александр Иванович

Пӑртта (Степанов) Александр Иванович (04.04.1963)

Сӑвӑҫ, прозаик, драматург, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1997).

1963 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Алманч салинче ҫуралнӑ.

Александр Иванович Степанов (Пӑртта) Ярославльти Ф. Волков ячӗллӗ театр училищине пӗтернӗ. Шупашкарти промышленность тракторӗсем тӑвакан заводра, Чӑваш пукане театрӗнче ӗҫленӗ. Халӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗнче ӗҫлет.

А. Пӑртта пьесисемпе республикӑри театрсенче "Турӑ пӳрмен юрату" (1997), "Качча кайиччен" (1998), "Ҫиҫӗм тивнӗ чунсем" (2005), "Укҫа чул кастарать" (2006) тата ытти спектакльсем лартнӑ. Унӑн "Юратса юратман юрату" (2001), "Уйӑх ачи" (2005), "Пирӗн урам" (2010) кӗнекесем тухнӑ.