уроженцы Аликовского района
Мальцев (Кенаш Мучи) Геннадий Степанович
(10.02.1929-09.12.1991)


Мальцев Геннадий Степанович

Мальцев Геннадий Степанович (Кенаш Мучи) (10.02.1929-09.12.1991)

Ҫыравҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1979).

1929 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Геннадий Степанович Мальцев Чӑваш ял хуҫалӑх тата Ленинградри парти аслӑ шкулӗсене пӗтернӗ. Чӑвашрадио тата "Коммунизм ялавӗ" хаҫат корреспонденчӗ, Йӗпреҫ районӗнчи "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫат редакторӗ пулнӑ, "Капкӑн" журналта тата Чӑваш писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи пропаганда бюровӗнче ӗҫленӗ.

Хаҫат-журналта 1960 ҫултанпа пичетленме пуҫланӑ. Сӑвӑсемсӗр пуҫне кулӑшла калавсем, статьясемпе очерксем ҫырнӑ. Ун хӑш-пӗр сӑввисене композиторсем юрра хывнӑ. 1979 ҫулта ӑна СССР писателӗсен союзне илнӗ.

Г. Мальцев "Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ" (1976), "Пирӗн асанне" (1978), "Парне кунӗ" (1979), "Олегпа Валерик тусӗсем" (1982) тата ытти кӗнекесен авторӗ.

Ҫыравҫӑ Шупашкарта 1991 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.