уроженцы Цивильского района
Львов Петр Константинович
(17.09.1932-11.05.2008)


Львов Петр Константинович, [1992 г.]

Львов Петр Константинович (17.09.1932-2008)

Писатель-прозаик, литература критикӗ, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1963), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1993).

1932 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Лӗпсер ялӗнче ҫуралнӑ.

Петр Константинович Львов Шупашкарти учительсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. ВЛКСМ Ишлей райкомӗнче, ВЛКСМ Чӑваш обкомӗнче, "Молодой коммунист" хаҫатра, "Ялав", "Тӑван Атӑл" журналсенче, Чӑваш телевиденийӗнче, Чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвӗн правленийӗнче ӗҫленӗ. 1963 ҫултанпа СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗнче тӑнӑ.

Пӗрремӗш сӑввисем 1950-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пичетленме пуҫланӑ. Ытларах проза жанрӗнче палӑрнӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Шӑпчӑк юрри" (1958), "Чӗререн" (1959), "Чӗлхесӗр купӑс" (1964), Сарӑ кун" (1977), "Тӑватӑ тус" (1986).

Ҫыравҫӑ 2008 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.