уроженцы Аликовского района
Малов Аркадий Васильевич
(26.04.1928-25.04.1995)


Малов Аркадий Васильевич

Малов Аркадий Васильевич (28.04.1928-25.04.1995)

Писатель, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1974), журналист.

1928 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ.

Аркадий Васильевич Малов И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи "Социализмла ӗҫ" хаҫат редакцийӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, "Коммунизм ялавӗ" хаҫат, "Ялав" тата "Тӑван Атӑл" журналсен редакцийӗсенче, СССР Литфончӗн Чӑваш уйрӑмӗнче ӗҫленӗ.

Илемлӗ литература хайлавӗсене 1949 ҫултанпа пичетлеме пуҫланӑ. 1974 ҫултанпа СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗнче тӑнӑ. Тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ, нумай куҫарусен, очерксен авторӗ. А. Маловӑн хӑш-пӗр сӑввисене юрра хывнӑ.

Ҫыравҫӑ 1995 ҫулта Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ.